Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ыран ректора суйлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 20.06.2013 20:07 | 1626 хут пӑхнӑ

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тӑрӑшакансемшӗн ыран хумхануллӑ кун пулӗ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унта ыран вӗренӳ заведенийӗн ректорне суйлӗҫ.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗнче академи ректорне Николай Васильева кӗтмен-туман ҫӗртен ӗҫлеме пӑрахтарнӑччӗ. Яваплӑ тивӗҫе пурнӑҫлама Людмила Линик юриста шаннӑччӗ. Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче Людмила Линик Чӑваш Енӗн суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑччӗ. Ректора сасартӑк ылмаштарнине ун чух Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви аслӑ шкул (академи асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать) тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе ӑнлантарнӑччӗ. Николай Васильев вара капла хаклавпа килӗшменнине, аслӑ шкулсен тухӑҫлӑхне 2011 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне кура йӗркеленине, академине вара вӑл 2012 ҫулхи ҫуркунне кӑна ертсе пыма пуҫӑннине палӑртнӑччӗ. Ректора хӳтӗлесе студентсем митинга та тухса пӑхнӑччӗ.

Ыран вара академин ректора суйлама тивет. Маларах, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ректор пулма тивӗҫ кандидатурӑсене аттестацилемелли лару иртнӗ. Пирӗн республикӑран сакӑр кандидат тӑратнӑ иккен, федераци министерстви вӗсенчен виҫҫӗшне — вӗсем кашниех академире ӗҫлеҫҫӗ — суйласа илнӗ. Ҫапла вара Мускавра ырланӑ кандидатсен списокне ректор тивӗҫне халӗ пурнӑҫлакан Людмила Линик тата биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем — пӗри морфологи, физиологи тата зоогигиена кафедрин профессорӗ Владимир Семенов, тепри ҫӗр ӗҫӗпе агрохими кафедрин профессорӗ Николай Кириллов — кӗнӗ.

#Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ, #суйлав, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем