Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлнелле Чернышевский урамӗнчи 18 тата 14 ҫуртсем хушшинче ҫул ҫинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан «Мазда 3» маркаллӑ урапана (выр.машина) паллӑ мар машина хыҫалтан пырса ҫапнӑ пулнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ ҫынсен сӑмахне ӗненсен асӑннӑ аварире айӑпли хура тӗслӗ «Лада Калина» урапапа пулнӑ. Машина пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн «Лада Калина» вырӑнтан тарнӑ пулать. Унӑн та машини «сусӑрланнӑ», бамперӑн пысӑк пайӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнчех выртса юлнӑ.
Инкеке лекнӗ Мазда 3 урапа хуҫи айӑплӑ шофера шырама пикеннӗ. Халӑх тетелӗнче, урамри ҫутӑ юписем ҫинче пӗлтерӳсем ҫакса тухнӑ — ҫӗртмен 16-мӗшӗнче ҫӳхалнӑ машин номерне пӗлме пултарнӑ. Урапи вара Чӑваш наци конгресӗнче шутланса тӑрать иккен.
Вӑхӑтлӑха ертӳҫӗ ӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Клементьевран ыйтсан хурав ҫапларах пулнӑ тет:
— Паянхи куна конгресс ертӳҫи чирлет. Асӑннӑ машин чӑн та пирӗн организацинче шутланать, Анчах та пирӗн гараж ҫук та вӑл урапана эпӗ курман-ха.
Хальхи вӑхӑтра ЧНК машинин рулӗ умӗнче кам ҫынни ларнине тӗпчеҫҫӗ.