Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.9 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: ЧПУ виҫӗ факультета пӗрлештернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 18.06.2013 12:34 | 1355 хут пӑхнӑ

Шӑматкун, ҫӗртмен 14-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑх канашлӑвӗ йышӑннӑ тӑрӑх филологи факультетне, чӑваш филологийӗпе культура факультетне тата журналистика факультетне утӑн 1-мӗшӗнчен пӗрлештерме йышӑнни ҫинчен хыпар тухнӑ пулнӑ.

ЧПУ студентсен канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ факультетӑн декан ӗҫ-хӗлне филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Корнилов Геннадий Емельянович тытса пырӗ.

Виҫӗ кафедрӑна пӗрлештернӗ майпа йӗркеленнӗ «Журналистика» ҫӗнӗ кафедрӑн ертсе пыраканӗ вара Данилов Анатолий Порфирьевич пулӗ. Вӑлах университетӑн пресс-центр ӗртӳҫи ӗҫне пурнӑҫласа пырӗ.

Ҫӗнӗ хыпар факультет ӑсчахӗсемпе пӗрлех студентсене те самай тӗлӗнтернӗ. Нумайӑшӗ факультетсене пӗрлештернӗ йышӑнӑва ырласа каймаҫҫӗ. Студентсен канашлӑвӗнче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх университетра вӗренсе тухнине ҫирӗплетекен диплом ҫинче факультет ятне палӑртмалла мар тесе йышӑннӑ, алла илнӗ специальноҫе ҫеҫ ҫырса парӗҫ.

Ҫӗнӗ факультет мӗнле ятпа ҫӳрессине паянхи куна никам та ҫирӗплетсе параймасть. Ҫапах та хӑш-пӗр факультет ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ факультет ячӗ — «Вырӑс филологийӗ, чӑваш филологийӗ тата журналистика факультечӗ» (выр. Факультет русской филологии, чувашской филологии и журналистики) пулма пултарӗ.

#ЧПУ, #факультетсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63339.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем