Ҫапла, паян орфографине тӗрӗслемелли хатӗрӗн 1-мӗш верси кун ҫути курчӗ! Темиҫе ҫын тӑрӑшнипе вӑл хатӗрленсе ҫитрӗ ҫитрех!
Аса илер-ха унӑн кун-ҫулне. Сӑмахсарӑн пӗрремӗш пайне «Сувар» хаҫат ӗҫченӗсем хатӗрленӗ (унта 12 пин патнелле сӑмахчӗ, М саспалли таран кӗртнӗччӗ). Унта паллах сӑмахӗсем кӑна пулса, вӗсене ушкӑнласа тухманччӗ. Пирӗн ӗҫӗн тепӗр пысӑк пайӗ — Скворцовӑн чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарне сканерласа текстне уйӑрса илни. Ку ӗҫе Игорь Алексеев хатӗрлерӗ. Вӑл хатӗрленӗ сӑмахсара каярах Кир йӑнӑшсенчен самай тасатрӗ. Чи юлашки, пысӑк пайне, Николай Плотников турӗ — вӑл ҫак икӗ сӑмахсара пухса пӗрлештерчӗ, сӑмахсене ушкӑнласа тухрӗ, аффикссен файлне ӑсталарӗ. Паллах, ыттисем те ку ӗҫӗ каштаххӑн пулӑшрӗҫ — ҫапла май ҫак сӑмахсар пулса тӑчӗ те.
Хальхи верси ятарласа илмен текстӑн 90% ытла пӗлет. Тӗрӗсленӗ чухне, паллах, ӑна шанса тӑмалла мар, анчах та нумай йӑнӑшсене вал кӑтартма пултарать.
Сӑмахсар хальлӗхе OpenOffice.org офис программинче кӑна ӗҫлет. Ҫитес вӑхӑтра ӑна Mozilla Firefox браузерпа ӗҫлеме вӗрентесшӗн.
Сӑмахсарӑн юлашки версисене эсир ятарласа хатӗрленӗ сайтра тупма пултаратӑр: http://hunspell.chv.su. Унтах ӑна мӗнле лартмаллине ӑнлантарса панӑ.
Микулай // 3926.36.8887
2007.12.09 22:20 | |
Тавтапуç.