Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 13.01.2022 15:03 | 731 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
«Вести.Чувашия» репортажран илнӗ сӑн
«Вести.Чувашия» репортажран илнӗ сӑн

Икӗ эрне ытла Николаев урамӗнчи 89 №-лӗ ҫуртра пурӑнакансем ҫивиттисӗр пурӑнаҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫул уявӗсем умӗн, раштавӑн 25-мӗшӗнче, ҫил вӗҫтерсе кайнӑ. Пӳрт тӑрри ҫуккипе ҫӳлти хутсенче ирӗлекен юра пула шыв анма пуҫланӑ. Ҫивӗч ыйту кӑларса тӑратнӑ ҫуртран «Вести.Чувашия» телеканал репортаж кӑларнӑ.

1983 ҫулта хута янӑ ҫуртри ҫивиттие хӑйсен ирӗкӗпе туни паллӑ пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, унӑн хутсем ҫук. Унччен пӳрт тӑрри лаптак пулнӑ, анчах та вӑл пӗрмай шӑтнӑ, шыв янӑ. 2005 ҫулта ҫивиттие юсама йышӑннӑ — ҫурт тӑррине икӗ енлӗ туса лартнӑ.

Халӗ ӗнтӗ икӗ енлӗ ҫурт тӑррин сыхланса юлнӑ пайне илсе пеме шут тытнӑ. Ӑна тунӑ чухне нимӗнле экспертиза та ирттермен, нимӗнле документ та ҫук, ҫавӑнпа ҫуртӑн малтанхи лаптак тӑррине тавӑрма шутланӑ. Анчах ӗҫе ҫуркунне кӑна пуҫӑнма пултараҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хула поселени администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Сыройкин управляющи компани айӑплӑ пулнине калать. Вӗсем ҫурт тӑррин ҫирӗплӗхне ҫулталӑкра икӗ хутчен тӗрӗслемелле пулнӑ. Ун шучӗпе, инкек курнӑ хваттерсемшӗн управляющи компанин тӳлемелле пулӗ. «Гарант» ТМЯП УК директорӗ Юрий Степанов шучӗпе, инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула ыйтӑва хулапа район администрацийӗнче татса памалли пирки каланӑ.

Хальлӗхе шар курнӑ кил-ҫуртра пурӑнакансем пӳрт тӑрринчен юра вӑхӑтра тасатса тӑма ыйтаҫҫӗ тата суда кайма тӑкаксене шутлаҫҫӗ.

#ҫурт-йӗр, #пӑтӑрмахсем, #Сӗнтӗрвӑрри, #юр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем