Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Муркашра виҫҫӗмӗш лару иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.06.2013 12:11 | 1529 хут пӑхнӑ
Судра. Тимӗр Акташ сӑнӳкерчӗкӗ
Судра. Тимӗр Акташ сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, Муркаш район судӗнче Илле Иванова экстремизм енӗпе айӑплас тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш лару иртнӗ. Пӗрремӗшӗ ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче пулнӑччӗ, иккӗмӗшӗ — ҫӗртмен 4-мӗшӗнче.

Аса илтеретпӗр: Илле Иванова «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн явап тыттарасшӑн. Пуҫилле ӗҫе Сергей Трихалкин судья ертсе пырать, ҫыруҫи — Наталья Павлова. Патшалӑх айӑплавҫи — Алексей Чернов. Илле Иванова хӳтӗлекенсем: Николай Столбов, Николай Лукианов тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернипе Эдуард Мочалов та инҫе марччӗ — вӑл ҫурт умӗнче пӗчченле пикет йӗркеленӗ иккен. Суд пӳлӗмӗнче тата Юрий Сан ҫыравҫӑ, Юрий Кузнецов пенсионер, Шупашкартан килнӗ журналист тата видео-оператор пулнӑ. Илле Иванов чӑвашла калаҫнӑран унӑн сӑмахӗсене вырӑсла Ольга Шарипова куҫарса пынӑ.

Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх ӗҫе пикенсенех айӑпланакан маларах иртнӗ ларусенчи протоколсене пӗтӗмпех тӗплӗ ҫырманнине, вӗсенче йӑнӑшсем пуррине пӗлтернӗ — ҫак кӑлтӑксене тӳрлетме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех калаҫакансене лайӑхрах илтме пултӑр тесе вӑл пӳлӗме микрофонпа тивӗҫтерни аван пулӗччӗ тенӗ. Ку сӗнӳсене судья йышӑнса ӗҫ ҫумне хушнӑ. Хӳтӗлевҫӗ ку хутӗнче те вырӑсларан чӑвашла куҫарма ыйтнӑ, анчах судья килӗшмен — айӑпланакан вырӑсла та лайӑх пӗлет имӗш. Пӳлӗмре ларакансем пӗлтернӗ тӑрӑх судья хӑй чӑвашла пӗлни курӑнать — хӑш чух вӑл та чӑвашла сӑмахсем перкелесе янӑ тет.

Ку ларура Илле Иванов ҫеҫ калаҫнӑ — вӑл тӗрлӗ саккунсене тӗпе хурса чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхипе тан пулнине пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхипе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма унӑн ирӗк пурри пирки каланӑ.

Ӗҫ вӑхӑчӗ вӗҫленнине шута илсе ӗнерхи лару вӗҫленнӗ, теприне ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Тимӗр Акташ пӗлтернипе судри икӗ ен (айӑплаканпа айӑпланакан) те хӑйсене йӗркеллӗ тытнӑ — пӗр-пӗрне хисеплеменни курӑнман. Ҫак ӗҫ вӗҫленнӗ тӗле те ӗҫ-пуҫ ҫаплах пырсан суд тӗрӗс йышӑну тупасса шанать вӑл.

Сӑнсем (10)

#чӑваш чӗлхи, #хаҫатсем, #Муркаш районӗ, #Сӗтев, #суд, #айӑплав, #Муркаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем