Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пушкӑртстанра чӑваш гимназийӗ уҫасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.12.2021 05:59 | 930 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
www.bashinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.bashinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пушкӑртстанра чӑваш гимназийӗ уҫасшӑн. Кун пирки асӑннӑ регион ертӳҫи Радий Хабиров хӑй пӗлтернӗ.

Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Радий Хабиров Ӗпхӳри «Торатау» конгресс–холта Ашшӗ-амӑшӗн форумне хутшӑннӑ.

«Пушкӑртстанра эпир полилингваллӑ гимназисем уҫас шухӑш тытрӑмӑр. Пирӗн ӗмӗтре — 2024 ҫул тӗлне 10 гимнази ӗҫлеттерсе ярасси. Вӗсем пирӗн республикӑн малашлӑхӗн хӑйне евӗр локомотивӗ пулса тӑма тивӗҫ. Ун пек виҫӗ гимназие эпир уҫрӑмӑр та ӗнтӗ. Чи кирли — вӗсем ахаль шкулсене ҫаврӑнса ан кайччӑр. Вӗсенче чи лайӑх учительсем ӗҫлеччӗр, чи лайӑх практикӑсемпе, хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курччӑр. Хальхи вӑхӑтра эпир хӑш муницпалитетра чӑваш гимназийӗ уҫассине татса паратпӑр», — тенӗ Радий Хабиров.

#Пушкӑртстан, #тӳре-шара, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #гимназисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 5845.0.9040
2021.12.22 09:57
Малтан Пушкӑрт Республикин сысна аш-какай бизнесменсем Белебей районӗн Слакпуҫ (Слакбаш), пирӗн Константин Ивановӑн ялӗн, тата тепӗр чӑваш ялсем ҫумӗнче пысӑк сысна комплексне туса уҫрӗҫ. Вырӑнти чӑвашсем хирӗҫ пулнӑ. Анчах, усламҫӗсене сысна комплексне тума влаҫсем ирӗк пачӗҫ. Унта республика пуҫлӑхӗ те ҫитнӗ. Халь вара чӑвашсем ҫинчен аса илчӗҫ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем