Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, 11:00 сехетре Склад тӑкӑрлӑкӗнче инкек сиксе тухнӑ — тиев машини ҫул урлӑ каҫакан ҫынна ҫапса кайнӑ. ҪЙХПИ ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх айӑпӗ хӑйӗнче пулнӑ мӗн.
— Ҫул урлӑ каҫиччен урапасем (машин) пуррипе ҫуккине лайӑхрах сӑнамалла пулнӑ. Ку арҫын вара унталла-кунталла пӑхма ӳркеннӗ, хӑйӗн тимсӗрлӗхне пула ҫеҫ инкеке лекнӗ. Сусӑрланнӑ арҫынна тӳрех пульница леҫнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ҪЙХПИ ӗҫченӗсем.
ГАЗ–53-14 тиев машини водителӗ те ҫул урлӑ каҫакан арҫына тӳрех асӑрхаманни ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла вара урапана вӑхӑтра чарса ӗлкерейменнипе ҫынн пырса ҫапнӑ.
Инкеке лекнӗ арҫын сывлӑхне халь Шупашкар пульницинче сиплеҫҫӗ.