Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫу уйӑхӗнче 67 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫав уйӑхрах ҫемьеленнӗ 53 мӑшӑр уйрӑлнӑ пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара 114 мӑшӑр хӑйсен юратӑвне пӗрлешӳ кӗрменӗнче ҫирӗплетме палӑртнӑ.
ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра Ҫӗнӗ Шупашкарта 97 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 41 хӗрарӑм, 56 арҫын. Ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑсӑр пуҫне ку хулара ача ҫуралнин шучӗ те самаях кӑтартуллӑ. Ҫу уйӑхӗнче 181 пепке кун ҫутти курнӑ. Вӗсенчен 106 арҫын ача, 75 — хӗрача.
Хула администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх амӑшӗпе-ашшӗ хӑйсен ачисене ят панӑ чухне Артем, Максим, Дмитрий, Виктория, Кира, Александра ятсене кӑмӑлланӑ. Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑранпа 7 йӗкерӗш ҫуралнӑ пулнӑ.
Ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑш ятне регистрациленӗ чухне 15 хутӗнче ашшӗ ятне палӑртманни пирки те пӗлтерет Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС.