Кашни эрнере иртекен хула планёркинче Шупашкар хулин администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсене татса паракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫул-йӗрсене юсамалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ. Герман Александров пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна Шупашкарта 13,3 пин тӑваткал метр асфальт ҫулне юсанӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫ валли 13,2 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫитес кунсенче вара Шупашкар хулин 127 урамри ҫулӗсене юсама палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне тата Калинин, Пирогов, Королев академик, Гладков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче, Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче тата ытти тӗп ҫулсене те юсанӑ — унта пахалӑха шантарнӑ тапхӑр вӗҫленмен пулин те кӑлтӑклӑ вырӑнсене тӳрлеткеленӗ.