Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва РФ Пенси фончӗн правленийӗ паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗ пулса Валерий Николаев тӑрӑшӗ.
Валерий Петрович Шупашкар районӗнчи Ишлейре 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Промышленность электроники» тата «Финанс тата кредит» специальноҫсене алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинчи специалистран пуҫӑннӑ. 1997 ҫултанпа Пенси фончӗн тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫултанпа РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗн ҫумӗ пулса тимленӗ.