Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак эрнере тӗнчери чи вӑйлӑ фристайлистсем спортӑн асӑннӑ енӗпе Тӗнче кубокӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче «биг-эйр» дисциплинӑра ӑмӑртӗҫ.
Спортсменсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Стимбот сӑрт-ту курортӗнче старта тухӗҫ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗ раштав уйӑхн 3-4-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей чысне Шупашкарти Дмитрий Мулендеев хӳтӗлӗ. Вӑл Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет.
Кӑҫалхи сезон Олимпиада умӗнхи шутланать. Унта Чӑваш Енри икӗ фристайлистӑн — эпир халь ҫеҫ асӑннӑ Дмитрий Мулендеевӑн тата Лана Прусакован — лекес шанӑҫ пур.
Сергей Пятаков // 7770.0.4879
2021.12.02 12:50 | |
"АПШ" тени чӑваш чӗлхишӗн нимӗне те пӗлтермест. Абсурд вӑл! Кӗскелсе пулнӑ сӑмах майлашӑвӗсене ҫаплах хӑвармалла. | |
