Красноармейски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Интернет урлӑ вӑл икӗ костюм туянас тенӗ, анчах 3,5 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Костюм сутасси ҫинчен пӗлтернине хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине асӑрханӑ. Хак йӳннине кура вӑл укҫана та шикленмесӗрех куҫарса панӑ. Кӗтнӗ тавар вырӑнне хӗрарӑма кушак туалетне тултармалли хатӗр ярса панӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫын Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын иккен. Ҫавскер унччен те ҫынсене улталанӑ, уншӑн судпа та айӑпланнӑ.