Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ.
1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ.
Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ.