Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Кушак ҫурисене йышӑнма килӗшменшӗн Чулхула ҫынни хӗрсене хӗненӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.11.2021 10:33 | 1160 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Ӳсӗр арҫынӑн кушак ҫурисем. «Мурррчим» кушаккафе тунӑ сӑн
Ӳсӗр арҫынӑн кушак ҫурисем. «Мурррчим» кушаккафе тунӑ сӑн

Тӑватӑ кушак ҫурине йышӑнма килӗшменшӗн кушаккафе (выр. котокафе) ӗҫченӗсене, лешсем полицие чӗннӗ хыҫҫӑн, ӳсӗр Чулхула ҫынни хӗнесе пӗтернӗ. Пӑтӑрмах ҫинчен организацире NN.ru корреспондентне каласа панӑ.

Хирӗҫӳ саманчӗ камерӑпа ӳкерӗннӗ. Кафере ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм «Мурррчим»-а тӑватӑ пысӑк кушак ҫури илсе килнӗ те пӑрахса хӑварнӑ. Чи малтан арҫынпа пынӑ хӗрарӑм вырӑнти лару-тӑрӑва тишкернӗ, кафере кам та пулин пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ун хыҫҫӑн ҫапӑҫакан арҫын хӑй те пынӑ. Вӑл шӑнкӑравланӑ, пӳлӗмре ҫынсем пуррине ӑнланнӑ хыҫҫӑн кушак ҫурисене хӑварнӑ та кайнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак мӑшӑр «Мурррчим» ӗҫченӗсем чӗрчунсене илсе кайнипе илсе кайманнине пӗр вӑхӑт хушши сӑнаса тӑнӑ. Кушак ҫурисене никам та тухса илменнине курсан арҫын вӗсене шала хӑй кӗртсе ярасшӑн пулнӑ. Алӑкӗ уҫӑ тӑнӑ.

Кафе ӗҫченӗсем ӳсӗре пула полицие чӗнтернӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна шалта ахаль те чӗрчунсем нумаййи пирки, ҫавна пула тепӗр тӑватӑ кушака йышӑнма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарма хӑтланнӑ. Йӗрке хуралҫисем килессине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн Чулхула ҫынни аллисене ирӗке яма тытӑннӑ.

— Алӑка хупман пулнӑ, ҫавна пула вӑл кушак ҫурисене шала кӗртме пуҫланӑ. Ӑна асӑрханӑ хыҫҫӑн арҫын тӳрех тухса шӑвӑннӑ. Кушаккафе ӗҫченӗсем ун хыҫҫӑн кайнӑ. Вӑл вӑхӑт тӗлне полицие чӗнтернӗ пулнӑ. Тӗпчесе пӗлес тӗллевпе ӑна шала иртме ыйтнӑ. Кушак ҫурисене йышӑнма пултараймастпӑр тесе ӑнлантарнӑ, пирӗн унсӑр та чӗрчунсем питӗ нумай. Вӑл вара хирӗҫ: «Мӗншӗн ҫавӑн чухлӗ пухрӑр, мӗншӗн пултараймастӑр?» — тесе хуравлать. Пирӗн камерӑсем ҫине ӑна пулӑшакан хӗрарӑм кӑна мар, хӑй те лекнине, полици ун хыҫҫӑн килме тухнине ӑнланса илсен арҫын тарма хӑтланчӗ. Те анкӑминкӗленнӗрен, те ӗҫ-пуҫ начарланнине туйса илнӗрен, вӑл кафе ӗҫченӗсенчен пӳлӗм уҫҫине туртса илме пуҫларӗ. Пӗрине вӑл хырӑмран хытах лектерчӗ, иккӗмӗшне вӑл темиҫе хутчен пуҫӗпе тимӗр алӑка ҫапрӗ. Хӗрачасем ӑна, хӑйсене ҫапнине пӑхмасӑр, полици киличченех тытса чарма пултарчӗҫ, — пӗлтернӗ кушаккафере.

«Мурррчим» пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Организаци ӗҫченӗсем хӑйсем ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн полицие заявлени ҫырнӑ. Хӗрсем иккӗшӗ те, Ксенийӑпа Даша, аманнӑ. Шар курнисенчен пӗри сывалайман-ха — вӑл смена вӑхӑтӗнчех тӑнне ҫухатнӑ. Иккӗмӗшӗ ӗҫлет.

— Даша пульницӑра. Ӑна пуҫӗпе тимӗр алӑкран ҫапнӑ. Унӑн пуҫ мими кисреннӗ. Ксенине хырӑмӗнчен чышнӑ, вӑл хӑйне йӗркеллех туять. Кушак ҫурисем пирӗн патра юлчӗҫ, — пӗлтернӗ кушаккафере.

Тӑватӑ кушак ҫури валли халӗ ҫӗнӗ хуҫасене шыраҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем валли апат та кирлӗ.

#Чулхула облаҫӗ, #ӳсӗрсем, #Чулхула, #пӑтӑрмахсем, #кушаксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ҫынни // 7338.4.6280
2021.11.07 12:20
Сакӑр уйӑха ҫитрӗ те халь кушакшӑн. Питӗ тарӑхтарать хулари кушак. Мӑрлантса ҫӳренине ним те илтес килмес. Ман хуть породи тайски. Тӑна кӑларать юрласа.... Юрлакан кушак. паян кӑларса ҫапрӑм килтен. кутне тӑратса кушак ыйтнине курас килмес. Апат ҫиме памас. Хырӑмне кастарса.... Халь ӗрчешшӗн... Кушакшӑн. каялла илсе килтӗм.. Чун ыратать куна кӑларса персен. Урамра пурӑнма пелмес ку... Пӗр вырӑнта макӑрса ларно...
Ҫынни // 2938.9.3368
2021.11.08 13:56
Хотя, ку "Тайский порода" пулсан урӑх кушак та йытӑ та кирлӗ мар... Унӑн йӗкӗреш породисем Сиамскийсем йытӑ пек хамлатаҫҫӗ. Подъездра курман илтмен ҫынсене хӑваласа яраҫҫӗ. Ман кушак камлатмасть, питӗ ырӑ. Хуть мӗн чух явала уна, хуть мӗн тӑхӑнтар...Ним те каламас.... Ами крысса пить лайӑх тытать тет... Ҫурисене те вӗсем Бенгальскийсем пек хырӑмра ытларах тытаҫҫӗ... Ӑслӑрах та... Дрессировка та пулать усемпе... Юрлаҫҫӗӗӗӗ...

Акку ҫӳлти кушак ҫӳрисем тӑванӗсем пулмалла. тути тавра шурӑ... Ман хура

Ман вара кӑвак куҫ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем