Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Костин пӗртӑвансен сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта Костинсем иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.
Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, курав кураторӗ — Алексей Киров дизайнер, авалхи сӑнӳкерчӗксемпе портретсене тӗпкенни тата ҫӗнетекенни — Владимир Трофимов краевед тата коллекционер.
Вӗсем Шупашкар районӗнчи Ишекри Костинсен пултарулӑхӗпе художество музейӗнче курав уҫса иккӗмӗш хут ӗнтӗ паллаштараҫҫӗ. Пӗррӗмӗш курава юсаса ҫӗнетнӗ ӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ, хальхинче оригиналсене цифрӑласа пластик ҫинче пичетленӗ. Вӗсем — 9×12 виҫеллӗ сӑнӳкерчӗксене 5-6 хут пысӑклата тунӑскерсем. Ҫапла ӑсталама хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курнӑ.
Оригиналсем — негативсем мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче упранакан альбомри сӑнӳкерчӗксем.
Александр тата Георгий Костинсем ҫамрӑклах фотоӗҫпе кӑсӑкланма тытӑннӑ, ку енӗпе вӗсене аслӑ пиччӗшӗ Николай та пулӑшса пынӑ.
Куравра пӗртӑвансен пине яхӑн сӑнӳкерчӗкӗнчен 80-шӗпе паллашма пулать.