Чӑваш Ен ертӳҫисем троллейбуссене перекетлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ҫав тӗллевпе туртакан подстанцисене модернизацилӗҫ. Асӑннӑ хатӗрсем троллейбуссене ҫутӑпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Подстанцисене ҫӗнетни электроэнерги тӑкакне 40-50 процент таран пӗчӗклетме май парӗ. Модернизаци валли кирлӗ укҫа-тенке инфраструктура кредичӗн пӗр пайӗнчен илесшӗн. Ҫак хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Троллейбус управленийӗсем (Шупашкарти те, Ҫӗнӗ Шупашкарти те) тӑкаклӑ ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти управлени ҫутӑ парӑмне юлашки 5 ҫулта ниепле те тӳлесе татаймасть. 2017 ҫул вӗҫӗнче энергетиксен умӗнчи парӑм 149 миллион тенке ҫывхарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне муниципалитет предприятийӗ панкрута тухасси патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне парӑма реструктуризацилени йывӑрлӑхран тухма пулӑшрӗ.