Чӑваш Енри театрсемпе кинотеатрсене QR-кодпа кӗртме пуҫласшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, ҫав самана ҫитрӗ те. Ҫӗнӗ йӗрке юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Чару 18 ҫултан аслӑраххисене пырса тивӗ.
Ҫитес тунтикунтан республикӑри культура учрежденийӗсене кӑшӑлвирусран вакцинаци тутарнине ӗнентерекен QR-кодпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Е юлашки ҫур ҫулта кӑшӑлвруспа чирленине ҫирӗплетсе паракан справкӑпа. Ку хыпара паян Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ирхи планёркӑра республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ йӗрке кинона, спектакле, музее, концерта т.ыт.те каяс текенснее пырса тивӗ.
«Ҫак йӗркене эпир чирлекенсем йышлӑран турӑмӑр. Прививка тутарса хӑвӑр тата ҫывӑх ҫыннӑрсен сывлӑхне упрама сӗнетӗп», — тенӗ республика ертӳҫи.
Билетсене маларах илсе хунӑ, ҫав вӑхӑтрах кирлӗ документсем пулмасан укҫана каялла тавӑрса парӗҫ.