Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче эпир тӗрлӗ шайри депутатсене суйларӑмӑр. Чӑваш Енӗн Ҫӗнӗ, ҫиччӗмӗш, созыври депутачӗсем, ав, ҫак эрнере пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ.
Сесси хыҫҫӑн «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм кӑсӑклӑ темиҫе пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Пӗрремӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн парламентӗнче арлӑх енӗпе танмарлӑх хуҫаланать. Ҫӗнӗ созыва суйланнӑ 44 депутатран хӗрарӑмсем 4-ӑн ҫеҫ. Ҫав вӑхӑтрах чи ҫамрӑк депутат – хӗрарӑм. Ку вӑл – 21 ҫулти Ксения Семенова. Чӑваш парламентне вӑл «Ҫӗнӗ ҫынсем» партирен суйланнӑ.
Кӑсӑклӑ тепӗр самант – регионӑн парламенчӗ нумай партиллӗ пулни. Унта 6 парти пайташӗ суйланнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнчи коммунистсен икӗ фракци тейӗн. Вӗсенчен пӗрне, пилӗк депутата Шурчанов ертсе пырать теме юрать, тепӗр икӗ депутатран тӑракан йыша – Андреев теме пулать.