«ЭКРА» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ «Реальные пацаны» евӗрлӗ фильм ӳкернӗ. Предприятин Инстаграмри страницинче фильмӑн премьерине авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ, унччен вара видеоанонспа паллаштарнӑччӗ.
Мини-сериала «ЭКРА» компанин 30 ҫулхине халалланӑ. Фильмри тӗп сӑнара «Реальные пацаны» сериалта ӳкерӗннӗ Николай Наумов калӑпланӑ. Вӑл Николай Токова сӑнарлать. Канашри Николай Токов предприятие аслӑ шкул пӗтерсенех, 8 ҫул каялла, вырнаҫнӑ. Николай маркетинг пайӗнче ӗҫлет.
Сериалта ӳкерӗннисенчен 90 проценчӗ — компани ӗҫченӗсем. 7 сери вӑхӑтӗнче Мускаври event-агентствӑпа «ЭКРА» предприятин ӗҫченӗсем компанин юбилейне хатӗрлесе ирттерессине хӑйсем ҫине илессипе тупӑшаҫҫӗ.