Муркаш районӗнчи темиҫе ял медицина пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнӑ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпара эпир «Правда ПФО» РФ Патшалӑх Думинчи Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн пуҫлӑхӗн канашҫи Ирина Филатова пӗлтернине тӗпе хурса хатӗрленӗччӗ. Унта Муркаш районӗнчи темиҫе ял тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнине ӗнентернӗччӗ.
Республика прокуратури Муркаш районӗнчи 2-мӗш терапи уйрӑмӗнче (вӑл Мӑн Сӗнтр ялӗнче вырнаҫнӑ) медицина персоналӗ пуррипе ҫуккине, халӑха тухтӑрсем епле пулӑшнине тӗрӗсленӗ.
Асӑннӑ уйрӑмра талӑкӗпе ӗҫлекен 10 койкӑлӑх пост тата 7 койкӑлӑх кӑнтӑрлахи стационар пур. Вӗсенче икӗ врач ӗҫлет: терапевт тата невролог.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен терапи уйрӑмӗн персоналӗ черетлӗ канура пулнӑ, ҫав шутра — терапевт, медицина сестри тата урай ҫӑвакан.
Терапевт каннӑ вӑхӑтра ҫынсене Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑри терапи уйрӑмне пурӗ 9 ҫынна сиплеме вырттарнӑ-мӗн.
Невролог вара ҫынсене Мӑн Сӗнтӗртех йышӑннӑ.