Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Стадионта... кирпӗч выртать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.08.2021 05:51 | 869 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Хыснаран 20 миллион тенкӗ ытла укҫа хывса баскетбол тата футбол лапамӗсем, чупса ҫӳремелли ҫулсем тунӑ, мини-футбол лапамӗ, тренажёрсем вырнаҫтарнӑ. Тренажёрсем айӗнче резинӑран сий сарман пирки ӳксе аманас хӑрушлӑх пысӑк.

Строительсем ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн физкультура урокӗнчи ачасене строительствӑран юлнӑ ҫӳп-ҫапа тата вак чула пуҫтарма илсе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗр пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи стадиона кӑҫал та йӗркене кӗртсе пӗтереймен-ха.

«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтернине ӗненсен, строительсем ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан. Симӗс курӑк ешермелли вырӑнта, ҫав шутра футбол лаптӑкӗнче те, кирпӗч выртать тата хытхура ашкӑрать.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вырӑнти ял тӑрӑхӗ подрядчик патне кӑлтӑка пӗтерме ыйтса ҫырупа тухнӑ-мӗн-ха. Утӑ уйӑхӗнче ҫӗре тикӗслеме тытӑннӑ, ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

Стадиона симӗслетес енӗпе те ыйту пур. Лартма палӑртнӑ 150 чӑрӑшран пиллӗкмӗш пайӗ ҫеҫ пур, вӗсем те хут ҫинче малтан палӑртнинчен лутрарах иккен.

Кунта мӗнех хушса калайӑн? Ӗҫе йӗркеллӗ вӗҫлеменнине курса тӑрсах ӑна алӑ пусса йышӑннӑ тӳре-шарапа специалист мӗнпур ыйту хуравне пӗлет пулинех...

#строительсем, #хӑтлӑх, #Шупашкар районӗ, #Атайкасси, #пӑтӑрмахсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем