Ӗнер Чӑваш Ене ҫӗршывӑн паллӑ политикӗсенчен пӗри — Геннадий Зюганов — парти канашлӑвне ирттерме килсе ҫитнӗ. Унпа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, Чӑваш Ен Элтепӗрӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев, официаллӑ тата ытти ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Геннадий Зюганов КПРФ фракцийӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче ҫӗршывӑн аграри секторне пулӑшас тӗллевпе сахал мар ӗҫ туса ирттернине пӗлтернӗ. Ҫӗршывӑн тӗп коммунисчӗ Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ хыҫҫӑн сысна тата кайӑк-кӗшӗк отрасльсене йывӑр килнине, анчах вӗсен чун ыратӑвне правительство тивӗҫлипе йышӑнманнине палӑртнӑ-мӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Геннадий Зюганова республикӑн кӑҫалхи хыснан тӗп саманчӗ социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑнни пирки асӑнса хӑварнӑ. Шупашкар шыв управне 68-мӗш метр таран хӑпартас ыйтӑва хускатнӑ май Михаил Васильевич шыв ӑшӑх пирки Атӑлӑн экологийӗ ҫулсерен япӑхса пынине, шыв транспортне вара аталантарса яма кансӗррине палӑртнӑ.
Геннадий Зюганов Чӑвашра ӗҫлеме пӗлнине кура федераци шайӗнче пулӑшма хатӗр иккенне пӗлтернӗ.
Agabazar // 2230.88.5452
2013.05.25 19:48 | |
Тавтапуç çĕршыв сăмаха пĕрле çырма ăс çитернĕшĕн!!! 75-мĕш параграф çапла тума ирĕк парать! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.05.25 22:19 | |
Пирĕн сайтра çĕршыва уйăрса çырасси пулмĕ. Виноградов юлташ шкулсенче пăтраттăр, ун сĕнĕвĕсем пире пырса тивмеççĕ :) |