Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ.
Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.
Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ.
Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур.