Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Канаш районӗнче ултӑ ҫулхи хӗрача шывран тухайман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 20.05.2013 22:03 | 1666 хут пӑхнӑ

Инкек алӑкран шаккаса килмест теҫҫӗ ваттисем. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнче хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче асӑннӑ ялта ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳксе пӗр хӗрача реанимацине лекнӗ, тепӗр ултӑ ҫулхине вара шел пулин те ҫӑлма ӗлкереймен.

Чӑваш Ен ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 9 тата 6 ҫулхи хӗрачасем пӗве хӗррипе велосипедпа ярӑннӑ май ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫа курнӑ кӗҫӗн ҫулсенчи хӗр пӗрчи яла, кукамӑш патне пулӑшу ыйтма чупнӑ. Лешӗ 9 ҫулхи хӗре ҫӑлма ӗлкернӗ, кӗҫӗнреххине вара кайран ял арҫыннисем шывран кӑларнӑ. Анчах та вӑл вӑхӑталла хӗрача сывламан ӗнтӗ.

Кун йышши инкек хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем валли ҫав тери пысӑк хуйхӑллӑ. Нихҫан лӑпланма пӗлмен ырату туйӑмӗ пурнӑҫ ҫулӗпех чӗрене хумхантарса пурӑнӗ. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене тимлӗрех пӑхмалла, йӑнӑшсенчен сыхланма вӗрентмелле, шӑпӑрлансен те асӑрхануллӑрах пулмалла. Пурнӑҫ вӑл — вӑйӑ мар.

#пӑтӑрмахсем, #Анаткас Уҫырма, #Канаш районӗ, #пӗвесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i974.html
 

Комментари:

2013.05.20 22:17
Аçтахар Плотников
http://chuvash.org/news/1584.html — çак пĕве пулман-ши ĕнтĕ? //ача тавраш путса вилсен пĕвесене татса яраканччĕ (ун пек халап сахал мар илтсе) — çав пĕвене те вара татса ярĕç-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем