Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри паллӑ ҫынсенчен пӗрне орден пама йышӑннӑ. Кун пек хисепе РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн управляющийӗ Роза Кондратьева тивӗҫнӗ.
Ӗҫлӗ хутра Роза Кондратьева ҫынсене пенсипе тивӗҫтерес енӗпе патшалӑх политикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Орденпа чысласси ҫинчен калакан хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Роза Кондратьева 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ман Явӑшра ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Хусанти учётпа кредит техникумӗнчен, тепӗр тӑватӑ ҫултан асӑннӑ хулари финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче вӑл министр ҫумӗ те пулнӑ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмне 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ертсе пырать.