Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Кушакпа» «Телевизоршӑн» Гран-прие тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 19.05.2013 10:45 | 1797 хут пӑхнӑ
Фестивалӗн пӗтӗмлетӳллӗ саманчӗ
Фестивалӗн пӗтӗмлетӳллӗ саманчӗ

Шупашкар районӗнчи Апаш информаципе культура центрӗнче «Яланах театр» ятпа иртнӗ республикӑри фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсен конкурсӗ кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ. Унта районсемпе хуласенчи 84 театр ушкӑнӗ, ҫав шутра 22-шӗ ача-пӑча коллективӗсем, хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурса йӗркеленӗ Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ театрсем уйрӑмах йышлӑ хутшӑннӑ районсемпе хуласене тишкернӗ те ҫапла пӗтӗмлетнӗ: районсенчен ҫӗрпӳсене (10 ушкӑн), вӑрнарсене (9), патӑрьелсене (6), куславккасене (5), элӗксене (4) тата Канаш хулине (5) кӗртнӗ. Ҫын шучӗпе вара элӗксем, ҫӗрпӳсем, шупашкар енсем (сӑмах район пирки пырать), сӗнтӗрвӑррисем тата Шупашкар хули пысӑк йышпа вылянӑ.

Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсене сумлӑран та сумлӑ тӳресем хакланӑ. Вӗсен йышӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, чӑваш халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.

Ӑмӑртӑвӑн пӗтӗмлетӳллӗ пайӗ 4 сехете тӑсӑлнӑ. Унта хутшӑнма тивӗҫнӗ ушкӑнсем хӑйсен репертуарӗнчи чи ӑнӑҫлӑ спектакльсен сыпӑкӗсене кӑтартнӑ. Вӗсене 20 номинаципе хакланӑ. Тӗп парнене — Гран-прие — Шӑмӑршӑ районӗнчи культура аталану центрӗн театрӗ «Телевизор» тата «Кушак» миниатюрӑсемшӗн тивӗҫнӗ.

#Шупашкар районӗ, #Апаш, #Шупашкар, #Канаш, #театрсем, #халӑх пултарулӑхӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем