Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 800 пин мӑшӑр хатӗрлерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.05.2021 08:18 | 1421 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тепӗр ҫитӗнӳ турӗ — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен йышӗ 800 пинрен иртрӗ. Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май ку ҫитӗнӳ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр. 800 пинлӗ чикӗ урлӑ эпир ӗнер, шӑп та лӑп Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн каҫрӑмӑр.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ку кунсенче питӗ хастаррӑн ӗҫлет. Паянхи кун Борис Полевойӑн «Эпир — совет ҫыннисем» калавсен пуххи тата Аркадий Первенцевӑн «Чыса ҫамрӑкран упра» романӗ мӑшӑрланать. Мӑшӑрлакансем ҫеҫ мар, текстсене юсакансем те ырма-канми ӗҫлеҫҫӗ. Мария Прилежаевӑн «Ленин пурнӑҫӗ» хайлавне, Лев Толстойӑн6 «Поликушка» калавне тӗрӗслесе пӗтернӗ, вӗсем халь Семён Шуртаковӑн «Ҫаврӑннӑ юрату» повӗҫри тата Гариф Губайӑн (тутар ҫыравҫи) «Бакенщик хӗрӗ» повеҫри текста юсаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ку вӑхӑт тӗлне 150 яхӑн кӗнеке сканерласа вӗсен текстне электронлатнӑ (тепӗр май каласан, йӑнӑшсене юсаса тухнӑ). Мӑшӑрлас ӗҫе вара икӗ ҫул каялла кӑна пӗтӗм вӑйпа пуҫӑннӑччӗ — 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче. Вӑл вӑхӑтра пурӗ те 37,7 пин мӑшӑр кӑна пулсаччӗ. Нимӗн иккӗленмесӗр «Икӗ ҫул хушшинче сахал мар ӗҫлерӗмӗр» теме май пур.

Кӑҫалхи план тӑрӑх ҫулталӑк вӗҫне эпир пӗр миллион мӑшӑр пухма палӑртнӑ. Ку хисепе ҫитерме тата 200 пинрен те сахалрах юлчӗ!

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #ҫитӗнӳсем, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем