Паян республикӑн кӑнтӑр енче, Улатӑр районӗнче, ҫӗре юр витнӗ. Ҫурҫӗр енчен унашкалли пулман. Кӗҫех пире 10 куна тӑсӑлакан канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ. Ҫанталӑк мӗнпе савӑнтарӗ?
Ҫу уйӑхӗнчи ҫанталӑка СуперУйӑх витӗм кӳрӗ. Тепрехинче вӑл ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗр патне ҫывхарӗ. Ку уйӑхӑн иккӗмӗш пайӗнче ҫанталӑк каллех улшӑнса тӑрассине пӗлтерет. Ҫапах хальхи пек сивӗ пулмӗ.
Уйӑх варринче типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫуллахи пек 25 градусах ҫитӗ. Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенчех ӑшӑтма тытӑнӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 20 градуса ҫитӗ.