Паянтан пуҫласа республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Ятарлӑ хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑрманта шашлӑк ӑшалама юраманни пирки вӑл Инстаграмри страницинче те аса илтернӗ. «Типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫунтарни ҫулсерен пысӑк тӑкаксем кӳрет, ҫав шутра – ҫын вилесси те», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич.
Йӗркене пӑсакансен явап тытмалла пулӗ, штраф тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ режим вӑйра чухне унӑн виҫисем тата пысӑкланӗҫ. Ахаль ҫынсен – 4-5 пин, должноҫри ҫынсен – 12-30 пин, услампа ӗҫлекен юридици сӑпачӗсен – 40-60 пин, юридици сӑпачӗсен 300-400 пин тенкӗ тӳлемелле.