«Ӳссен эсӗ кам пулатӑн?» — ҫакӑн пек калаҫу пулса иртрӗ ӗнер республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче. Мероприяти хулари 20-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсемпе иртрӗ. Вӗсем Наталия Герасимова класс ертӳҫипе пырса ҫитрӗҫ.
Аслӑ классене ҫитсен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ҫул юппине пырса тухать: унталла каймалла-и е кунталла-и? Тен, унта та, кунта та мар, пачах тепӗр енне?.. Ҫапла пуҫ ватнӑ самантра вырӑссен пӗр юмахӗнчи самант аса килӗ. Астӑватӑр-и: сулахаялла кайсан вилӗм тупӑн, сылтӑмалла кайсан лашуна ҫухатӑн, тӳрӗ кайсан телей тупӑн тенӗччӗ-и-ха унта?.. Ҫапла, юмахра ӑҫта кайсан мӗн пулассине калаҫҫӗ хӑть. Пурнӑҫра вара апла мар — ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивет.
«Епле професси суйлассине палӑртнӑ-и-ха эсир?» — ыйтрӗ ачасенчен вулавӑшӑн информаципе библиографи уйрӑмне ертсе пыракан Наталья Петроградская библиотекарь. «Космонавт!» — шӳтленӗн туйӑнчӗ ачасенчен пӗри (чӑннипех ҫавӑн патне ӑнтӑлать пулсан ӑна ӑнӑҫу сунасси ҫеҫ юлать). «Учитель», «инженер», — хуравларӗҫ хӑшӗсем. Чылайӑшӗ вара шарламарӗ.
Ҫӗр ҫинчи ҫӗр-ҫӗр профессирен пӗри — журналист. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартрӗҫ те ачасене библиотекарьсем. Журналист ӗҫӗ пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме вӗсем ҫав енӗпе тӑрмашакан ҫынна, ҫак йӗркесен авторне, чӗнсе илнӗ. Тем пирки те кӑсӑкланчӗҫ ачасем. Ӗҫ вӑхӑчӗ миҫере пуҫланса миҫепе вӗҫленнинчен тытӑнса Раҫҫей журналистики анӑҫринчен мӗнпе уйрӑлса тӑни таранах.
Ачасем ыйту ҫине ыйту панине кура мероприяти вӗсемшӗн кичем пулманни пирки хӑюллӑнах пӗтӗмлетме юрать. Ҫавна кура библиотекарьсем вӑл е ку професси пирки ачасемпе ӳлӗмрен те калаҫу ирттерме палӑртаҫҫӗ.