Шупашкарта пӗр лавккара хӗрарӑм енчӗк тупнине, унта 100 пин тенкӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. Ӑна полици шыратчӗ.
Енчӗке тупнӑ хӗрарӑм хӑйне полици шыранине курсан питӗ тӗлӗннӗ. Ара, вӑл тупнӗ енчӗке хуҫине икӗ кун каяллах тавӑрса панӑ-ҫке-ха. Аса илтерер: пушӑн 19-мӗшӗнче хӗрарӑм лавккара енчӗк тупнӑ, унталла-кунталла пӑхкаланӑ та енчӗке йӑтса тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм кайран каласа панӑ тӑрӑх, вӑл енчӗкри крточка ҫинчи ятпа халӑх тетелӗсенче ҫав ҫынна шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Страхлав полисӗ пуррине курсан страхлав компанине шӑнкӑравланӑ, лешсем ӑна унӑн номерне панӑ. Хӗрарӑм унпа ҫыхӑннӑ, лешӗ енчӗке илсе кайнӑ. Чӑннипе, вӑл унта 100 пин тенкӗ выртнине курман та, укҫа вӑрттӑн кӗьсере пулнӑ.
Леш хӗрарӑмӗ вара енчӗкӗ тупӑнсан полицие кун пирки пӗлтермен. Йӗрке хуралҫисем вӑрра малалла шыранӑ.