Самар облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче хушма тупӑш тума пулӑшасси пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ Шупашкарти хӗрарӑма кӑсӑклантарнӑ.
Хайхискер унпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан 15 пин тенкӗ хывмалла, унтан пысӑкрах укҫа таврӑнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ укҫа куҫарса парсанах тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ те ҫухалнӑ, хуҫи те ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ку преступление Самар облаҫӗнчи 18-ти хӗр тума пултарнине палӑртнӑ. Вӗсем унта кайса ӑна тытса чарнӑ, Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Хӗр айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Вӑл унччен судпа пӗрре те айӑпланман.