Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сочири стройкӑран килекенсем инкек тӳснӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 14.05.2013 14:44 | 1663 хут пӑхнӑ

Паян ирхине Пенза облаҫӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта пӗчӗк автобус груз турттаракан машинӑпа ҫапӑннӑ, инкекре 10 ҫын вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ суранланнӑ. Ҫавсем пурте чӑвашсем пулнӑ. Вӗсем Сочинчи стройкӑран таврӑнакан арҫынсем-мӗн. Эпир хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсем Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенчен ӗҫлеме тухса кайнӑскерсем иккен.

Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ вилнисемпе аманнисен списокне хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ ҫемьесемпе асӑннӑ управленин психологӗсем ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Управленире «хӗрӳ лини» те уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8(8352) 39-99-99.

Вилнисен тӑванӗсем ыран инкек пулнӑ ҫӗре тухса кайӗҫ, тӑванӗсене палӑртӗҫ.

Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та вилнисен ҫемйисемпе пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтернӗ, шар курнисене пулӑшма шантарнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #инкек, #Тӑвай районӗ, #Вӑрмар районӗ

 

Комментари:

Серте Унтри // 7406.4.9845
2013.05.15 01:28
Акă пăхăр, никамта авторсăр пуçсăр хурланни çинчен пĕлтермест. Мĕн тери хытă чунлă эпир чăвашсем.
14 сехетрен пуçласа çакăнса тăрать çак пĕлтерÿ.
Курăпăр-ха респубикăра траур тесе пĕлтереççĕ и ха.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем