Чӑваш Енре тӑлӑхсене хваттер уҫҫи вырӑнне сертификат пама тытӑнасшӑн. Халӗ ку саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ӑна альтернатива пек ҫеҫ сӗнеҫҫӗ.
Ку ыйтӑва нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР Строительство министерствинче пӑхса тухнӑ. Ку меле альтернативӑсенчен пӗри пек пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Хальлӗхе пирӗн республикӑра унашкал опыт пулман, ҫавӑнпа специалистсем ытти регионсене ку енӗпе мӗнле ӗҫленине сӑнаҫҫӗ.
«Тӗп критерисем – хваттер илекенсен ӳсӗмӗ, сертификат срокӗ, территори (пӗр-пӗр муниципалитет е пӗтӗм республика), 1 тӑваткал метр хакӗ, хваттер калӑпӑшӗ, рынок (ҫӗнӗ хваттер е малтанах хута кайни», - пӗлтернӗ министерство.