Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Этмен ялӗнче пурӑнакансем шыв ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Вӗсен шыв патне кӳршӗ ялсене ҫӳреме тивет. Хӑш чухне пӗвере вак касаҫҫӗ.
Ял ҫыннисем мӗнле нушаланнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ. Хальлӗхе яла машинӑпа шыв кӳрсе килеҫҫӗ, ҫынсем кӗленчесене, бидона тултараҫҫӗ.
Ялта башня ҫук. Кун пек чухне саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти влаҫӑн пусӑсем тумалла е шыв кӳрсе килсе памалла. Хӑшӗ-пӗри килте пусӑ чавнӑ-ха, анчах унта та шыв сахал. Ялта пурин те килте ҫӑл ҫук. Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ку ыйтӑва татса пама тивӗ.