Красноармейски районӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс пур-ха, анчах унта бассейн ҫук. Чи ҫывӑххи Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ. Е Канаш районӗнчи Шӑхасана ҫитмелле. Инҫе ҫав.
Ҫитес вӑхӑтра Трак енче те бассейн пулӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне бассейн ыйтӑвне тепӗр хутчен ҫӗкленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче те Элтепер Трак тӑрӑхне кайсан бассейн пуласси пирки сӑмах тапратнӑ.
«Кунта бассейн пулмаллах, манӑн шухӑшпа, ыйту сиксе тухмалла мар. Тумалла», - тенӗ Олег Николаев. Бассейна кӑҫалах тума тытӑнӗҫ. Малтан проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухӗ.