Ача ҫураласси ҫемьере яланах пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Пепкем ҫуралнӑранпа ашшӗ-амӑшӗсене ырӑ тӑрмашусем кӗтеҫҫӗ. Ачана ят парасси те хӑйне май самаях шутлатаракан ӗҫ-пуҫ. Ҫут тӗнчене килнӗ пепке мӗнле ятӑрпа пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑни — пӗтӗмпе ашшӗ-амӑшӗнчен килет.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче ака уйӑхӗнче пӗтӗме 163 пӗчӗк шӑпӑрлан ҫуралнӑ имӗш. Вӗсенчен 79 — арҫын ача, 84 — хӗрача. Хулана пӗтӗмӗшле илсен вара ака уйӑхӗнче 657 пепке ҫуралнӑ.
Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫуралнӑ пепкемсене ят панӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ ытларах Кирилл (10) тата Александр (8) ятсем кӑмӑлланӑ. Асӑннӑ уйӑхра хӗрача ячӗсем хушшинчи чи паллӑ ят вара — Виктория (9) тата Полина (6). Унсӑр пуҫне ҫак районтах ашшӗ-амӑшӗ ачана ят парас ӗҫ-пуҫра хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулакан ятсем те тӑтӑшах усӑ курнӑ: Матвей, Марк, Арнольд, Евдоким, Ролан, Богомил, Ева, Злата, Ариадна, Раиса, Амелия, Мариям, Таисия тата ыт. те. Ҫак йыша вуланӑ майӑн вӗсен хушшинче чӑвашла ятсем ҫуккине сайра тӗл пулаканнисен шутне кӗменнипе ӑнлантарма пулӗччӗ те, анчах та чӑннипе вара вӗсем ҫинчен халӑх пӗрре те пӗлмест пулас. Нарсписемпе Сетнерсем республикӑмӑр тӗп хулинче ҫуралмаҫҫӗ пулас.
«Ҫак вӑхӑталлах пӗтӗмпе Шупашкарта 121 мӑшӑр пӗрлешнӗ, ҫавӑн чухлех уйрӑлнӑ. 399 ҫын вилнӗ», — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗнче.