Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Никольский ятне элӗксем те асра тытаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 08.05.2013 13:50 | 1607 хут пӑхнӑ
Николай Никольский
Николай Никольский

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, халӑх вӗрентӗвӗнче пысӑк тӳпе хывнӑ профессор, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн пирвайхи чӑваш хаҫатне пуҫарса яраканӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май унта та кунта тӗрлӗ мероприяти иртет.

Элӗкри тӗп вулавӑшра, ав, «Халӑха пилленӗ пурнӑҫ» темӑпа калаҫу йӗркеленӗ. Мероприятие халалласа «Николай Никольский — паллӑ историк, этнограф, филолог» темӑпа курав-экспозици хатӗрленӗ. Вулавӑша пухӑннисем ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе паллашнӑ май унӑн кун-ҫулӗ тата ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панине кӑсӑклансах итленӗ. Ӑсчах хальхи Муркаш районне кӗрекен Купӑрля ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗренес туртӑмӗ тапса тӑнӑранах ӗнтӗ вӑл Шупашкарти тӗн училищинче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче тӑрӑшса ӑс пухнӑ. Каярах Николай Васильевич тӗрлӗ ҫӗрте халӑха пӗлӳ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Хусан университетӗнче. Николай Никольскийӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗсем паян кун та ҫивӗчлӗхне ҫухатманнине палӑртаҫҫӗ ҫав енӗпе тӑрмашакансем.

1906 ҫулта паллӑ ентешӗмӗр чӑвашсен пирвайхи чӑваш хаҫатне — «Хыпара» — кун ҫути кӑтартнӑ.

#Элӗк, #юбилейсем, #вулавашсем, #куравсем, #Муркаш районӗ, #Купӑрля

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем