Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: М.И. Скворцов хатӗрленӗ словарӗн хӑтлавӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.04.2013 22:48 | 1950 хут пӑхнӑ
Майков Е.А. сӑнӳкерчӗкӗ
Майков Е.А. сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, акан 24-мӗшӗнче, М.И.Скворцов хатӗрленӗ икӗ томлӑ Вырӑсла-чӑвашла сӑмах кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑскер Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре пуҫланчӗ.

Савӑнӑҫлӑ пухӑва филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сӑмах кӗнеки, ярӑмлӑ кӑларӑм тата электронлӑ энциклопеди пайӗн пуҫлӑхӗ Дегтяров Г.А. ертсе пычӗ, ӗҫтешӗн сулмаклӑ утӑмӗсем ҫинчен каларӗ, словарь тӑвас ӗҫ йывӑр пулнине палӑртрӗ.

Пысӑк залра лӑк тулли халӑх. Тухса калаҫакансем хушшинче Михаил Ивановичпа пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем, тӑванӗсем, вӗренекенӗсем пулчӗҫ. Вӗсем словарь ӑстин паха енӗсене палӑртса хӑварчӗҫ, сӑмах кӗнекине пахаларӗҫ. Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорӗ Лизакова Р.М. ӑсчаха малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунчӗ. Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Иванова Н.Г. «Вӗрентӳ системинчи чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пӗлтерӗшӗ тата М.И. Скворцов профессор» темӑпа анлӑ тухса калаҫрӗ, хисеплӗ профессорӑмӑрӑн вышкайсӑр пысӑк ӗҫне хак пачӗ. Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри вӑтам шкул вӗрентекенӗ Майков Е.А. та хӑйӗн сӑмахӗнче Михаил Иванович словарь ӑсти пулни ҫинчен тепӗр хут палӑртрӗ, шкул ачисен ячӗпе тав каларӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И. Егоров словарь ӗҫӗн паянхи чӗлхе пурнӑҫӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен чарӑнса тӑчӗ. Чи пӗлтерӗшли — Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ячӗпе Михаил Иванович Скворцова «М.И.Ломоносов ҫуралнӑранпа 300 ҫул ҫитнӗ май» юбилей медалӗпе чысларӗҫ.

Юлашкинчен пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ҫапӑнчӗҫ.

#Шупашкар районӗ, #ЧПГӐИ, #Кӑшавӑш, #наци библиотеки, #вулавӑшсем, #хӑтлавсем, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем