Раҫҫей правительстви Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетме пулӑшӗ. Ытти региона та машинӑсем уйӑрса парӗҫ.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Киров, Псков, Тула облаҫӗнчи, Чӑваш Енри тата Краснодар крайӗнчи парксем ҫӗнелӗҫ, унта вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисем килӗҫ. Пӗтӗмпе 180 ытла машина уйӑрӗҫ.
РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин кӑшӑлвирус тапхӑрӗнче тухтӑрсене йывӑр килнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта машинӑсем ҫителӗксӗр. Премьер-министр правительство регионсене президент хушнипе килӗшӳллӗн пулӑшать. Владимир Путин регионсене машинӑсем ҫулталӑк вӗҫлениччен тивӗҫтерме хушнӑ.