Ҫӗнӗ Шупашкарта слесарь-юсавҫӑ ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Слесарь-юсавҫӑ ҫӳп-ҫапа преслакан станок ҫине ӑнсӑртран ӳкнӗ. Ку инкек чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехет тӗлнелле пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вырӑна тӗплӗн тӗрӗсленӗ, инкеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Судпа медицина экспертизи те ирттерӗҫ.