Ҫӗрпӳ районӗнче 46 ҫулти усламҫӑна суд тунӑ. Ӑна ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн явап тытарнӑ.
Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, кафе тытнӑ. Ӑна 44 ҫулти пӗр арҫын тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласа пулӑшнӑ. Арҫын ӗҫре ӳсӗр пулнӑ. Ҫавӑншӑн усламҫӑ тарӑхса кайнӑ, иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Унтан вӑл алли-урине ирӗке янӑ. Рабочие вӑл 30 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын киле кайма тухсан ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
Суд усламҫӑна 7 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатасшӑн. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен.