Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурнӑкансенчен 2014 ҫултанпа тӗплӗ юсавшӑн укҫа пуҫтарма тытӑнчӗҫ. Унӑн виҫи хваттер лаптӑкӗнчен килет. Чи малтанах, саккун вӑя кӗрсенех, пӗр тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус кӑларса хумаллаччӗ. Кайран хак 6 тенкӗ те 30 пуса ҫитрӗ. Ҫитес ҫул хака 3,7 процент ӳстерсе 6 тенкӗ те 53 пуса ҫитересшӗн.
Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тухса калаҫнӑ строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев сӗннипе Правительство пайташӗсем килӗшнӗ, вӗсем хака ӳстерес тенӗ. Тӗплӗ юсав укҫине юлашки икӗ ҫулта ӳстерменнине те палӑртмалла.