Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Петр Ивантаев ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вилсе кайнӑ.
Унпа Шупашкарти Ухсай Яков ячӗллӗ культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. 12 сехетре хурлӑхлӑ митинг пуҫланӗ.
Петр Ивантаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ. Дипломлӑ специалист ӗҫ биографине тӑван районӗнчи «Октябрь» колхозра агрономра пуҫланӑ. Утӑм хыҫҫӑн утӑм тунӑ вӑл. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗн — ЧР ял хуҫалӑхӗн министрӗн тилхепине тытма тивӗҫ пулнӑ.
Валери Туркай // 3375.32.0861
2020.09.18 07:10 | |

Кайран Петр Васильевич телефонне тытма пӑрахрӗ... Ӗнер унӑн телефонӗпе хӗрӗ шӑнкӑравларӗ...
Шел, питӗ шел! Калама ҫук пысӑк ҫухату! Чӑваш халӑхӗшӗн те, Чӑваш Еншӗн те.
Кӗҫӗр Петр Васильевича асӑнса сӑвӑ ҫыртӑм.
Каҫар, юратнӑ юлташӑм! Сана чӑваш халӑхӗ нихҫан та манмасть!
Валери Туркай