Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята Ҫӗнӗ Шелттем ял тӑрӑхӗнчи Алиса Чайникова ҫӗнсе илнӗ. Ӑвӑспӳрт Кипечри Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. Уҫырмари Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Янкӑлчри Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Шӑхасанти Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Алиса Чайниковӑпа Елена Кириллова унта Канаш районӗн чысне хӳтӗлӗҫ.
Сӑнсем (51)