Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикре пурӑнакан Гузель Алигберова сусӑр пулнӑран кӳмепе ҫӳрет. Пурнӑҫа юратакан хӗр хуҫӑлман, вӑл малалла ҫирӗппӗн ӑнтӑлать. Сусӑрскер ялта пысӑках мар лавкка тытать.
Усламҫӑ ӗҫӗпех лӑпланса лармасть ҫамрӑкскер. Хӑй пекех кӳмеллисене асӑннӑ хатӗрпе ҫӳреме вӗрентет. Инструктор-стажер пулса вӑл кӳме вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарать. Сусӑрсене ҫынран пулӑшу ыйтмасӑр пурӑнма хӑнӑхтарас тесе тӑрӑшать.
Хӗр психологипе кӑсӑкланнӑ май ҫак енӗпе чылай кӗнеке вулать. Ытти литературӑпа та кӑсӑкланать вӑл. Спортпа интересленет, хӑйне пур енлӗн аталантарма тӑрӑшать.