Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.02.2013 12:49 | 2070 хут пӑхнӑ

Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшри ял вулавӑшӗнче Герасим Харлампьев-Пилеш ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ятарлӑ вулав каҫӗ иртнӗ.

Э. Петрова вулавӑшҫӑ вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ятарласа «Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та» ятпа литература куравӗ йӗркелерӗ. Пухӑннӑ ачасене вӑл ҫыравҫӑн кашни ҫынна, кашни ачан кӑмӑлне каякан хайлавӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем те хӑйсене маттур кӑтартрӗҫ: кӑмӑла каякан хайлавсене аса илчӗҫ, куравра вырнаҫтарнӑ кӗнекесен содержанине каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытларах Герасим Дмитриевичӑн «Илемлӗ ир» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ, ун тӑрӑх ятарлӑ викторина та ирттерчӗҫ. Чи маттурри Максим Шариков пулчӗ.

Герасим Харлампьев 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хутарти шкулта пӗлӳ пухнӑ, Нурӑсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Герасим Харлампьев Чӑваш кӗнеке издательствинче чылай вӑй хунӑ, Чӑваш Республикин ӳнер галерейин ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.

Чӑваш литературине чи малтан вӑл кӗске пьесӑсем, ача-пӑча калавӗсем парнеленӗ. Чӑваш театӑрӗсенче ҫыравҫӑн «Кӑмӑл уҫӑлсан», «Ҫурхи кӗвӗсем», «Юрату вилӗмсӗр» пьесӑсене яланах ӑшшӑн та чӗререн юратса кӗтсе илеҫҫӗ. «Юрату вилӗмсӗр» драмине Кейӳ хулинче Украинӑн патшалӑх драма театрӗ лартнӑ. Герасим Дмитриевич ӳнер куравӗсене хутшӑннӑ, М. Спиридоновпа Н.Сверчков чӑваш ӑстисем ҫинчен очерксем ҫырнӑ.

Герасим Дмитриевич 25 кӗнеке авторӗ. Хӑш-пӗр кӗнекери ӳкерчӗксене вӑл хӑйех тунипе паллӑ. Паллӑ кӗнекисем: «Илемлӗ ир» (3 кӗнеке, 1961–1970), «Юрату вилӗмсӗр» (1967), «Йӑлтӑр ҫӑлкуҫ», «Тӑрнасен ташши» (1952), «Пӗчӗк ҫеҫ юмахсем», «Иртнӗ ҫулсенче», «Ытарайми ҫӗршывра», «Вӑрман юрри», «Голубята» (Кӑвакарчӑнсем), «На пасеке» (Утарта) тата ыттисем.

Ӳнер ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ май вӑл «Капкӑн» валли кулӑшла ӳкерчӗксем тунӑ, Иван Ивникӑн «Телей ҫулӗ» (1938), Константин Ивановӑн «Нарспи» (1947), Василий Алентейӗн «Пирӗн кил» (1953) кӗнекисене илемлетнӗ.

#Вӑрнар районӗ, #Элӗк районӗ, #Мӑн Тукташ, #Капкӑн, #Мӑн Явӑш, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем