Чӑваш Енре пурӑнакансене кӑшӑлвирусран хӑйсен кӑмӑлпе тӗрӗслеме пуҫланӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. ПЦР меслечӗпе пӗр эрне хушшинче 1689 ҫын тӗрӗсленнӗ. Вӗсенчен 34-шӗн кӑшӑлвирус тупӑннӑ. ИФА-мелпе те тӗрӗсленӗ. Ун пеккине 2230 ҫын суйланӑ. 765 ҫыннӑн Ig M, Ig G иммуноглобулин тупӑннӑ. Апла пулсан вӗсем унччен чирлесе ирттернӗ, организм чирпе кӗрешме пултарать.
Цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарлӑнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ.
Тӗрӗслев витӗр тухас тесен пульницӑсенчи регистратура урлӑ ҫырӑнмалла. Анализсене ытларикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илеҫҫӗ. Анализа ҫын хӑй кӑмӑлӗпе панӑ чух укҫа тӳлемелле.