Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Кӑшӑлвирус тӗпчевӗ валли 2 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.08.2020 20:49 | 908 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници COVID-19 антителине палӑртма 2 миллион тенкӗ тӑкаклӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакне 3,4 миллион тенкӗ тесе пӗлтернӗ. Электрон лавккара тӑкака пӗрре-виҫҫӗмӗш чухлӗ чакарма май килнӗ.

Аукциона «Открытие» медицина центрӗ тата Чӑваш Енӗн Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ хутшӑннӑ. Йӳнӗрех хакпа тӗпчев ирттерме медицина центрӗ сӗннӗ. Контракта унпа алӑ пусӗҫ те. Килӗшӳ вӑйӗ 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.

Аукцион ҫӗнтерӳҫи 5 пин тӗпчев ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра M (IgM) тата G (IgG) класлӑ антителасене палӑртмалла. Кӑтартусем биоматериал лабораторие ҫитнӗ хыҫҫӑн пилӗк кунта паллӑ пулӗҫ.

#кӑшӑлвирус, #сывлӑх, #тӗпчевсем, #пульницӑсем, #конкурссем, #Шупашкар, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем